Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пахча ҫимӗҫ

Экономика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗр республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсем теплицӑра 32 пин тонна пахча ҫимӗҫ тата салат туса илнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку планпа пӑхса хунинчен 10 процент нумайрах. Хӑяр – 19,5 тонна, помидор – 12,5 пин тонна, салат 0,054 пин тонна туса илнӗ.

Республикӑра помидор-хӑяр теплицӑра ытларах туса илекенсем ҫаксем: «Новочебоксарский» теплица комплексӗ тата «Ольдеевский» агрофирма. Иккӗшӗ те Шупашкар округӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансене хӑяр-помидорпа тивӗҫтереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хӑйсен продукцине 20 ытла региона ӑсатаҫҫӗ.

Пӗлтӗртенпе вара Етӗрне округӗнчи «Позитив» тулли мар яваплӑ общество салат ӳстерме пуҫланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Валентина Кириллова илеме темре те курма пӗлет. Кӑҫал вӑл тӗрлӗ формӑллӑ кишӗре пухса пынӑ. Ҫавсенчен Валентина Степановна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта курав йӗркеленӗ.

Асӑннӑ учреждение тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тӑванӗн ывӑлне Игоре илсе пырать. Ҫамрӑк арҫын унти Тренировка хваттерне ҫӳрет.

«Унччен эпӗ хосписра медсестрара ӗҫленӗ. Тӗрлӗ мероприяти валли унта та куравсем йӗркелеттӗм», — каласа кӑтартнӑ илеме темре те курма пӗлекен хӗрарӑм центрӑн пресс-службине.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть